Халап (халапа) çап [çаптар] 1. (оживлённо, увлечённо) разговаривать, беседовать, вести разговор, беседу; 2. пустословить, переливать из пустого в порожнее.
1. Окопри салтаксем виçшер-тăватшарăн пухăна-пухăна халап çапма тытăнчĕç. С. Элкер. Арпа кӳпи çинче хĕрарăмсем каçса кайсах халап çапса лараççĕ. С. Аслан. Тулта хĕрхенӳсĕр хĕл мучи алхаснă чух ăшă пӳртре, шартлатса çунакан кăмака умĕнче, халап çапса ларнинчен ырри мĕн пултăр ĕнтĕ. А. Артемьев. 2. Трактористсем валли кайса апат пĕçер, кайран халап çапса вырт. В. Урташ. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, юмах ярса юман тăрне улăхаймăн. Ваттисен сăмахĕсем. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
халалла халам халан халантар « Халап çап » халап çаптар халап чăпти халап-юмах халапçă халаплă